Чăннипех те чăваш тĕрри илемлĕ, анчах та ăна тĕрлеме пĕлмелле.Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян та. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та - хăть тÿнтер, хăть пичьен - пĕрешкел.
Тĕрĕ — чăваш эрешĕн чи авалхи тата пуян тĕслĕхĕсенчен пĕри. Хальхи саманара пир-авăр çине çип шутласа тĕрленĕ авалхи япаласене музейсенче кăна курма пулать. Вĕсем XIX-XX ĕмĕрсенче тĕрлĕ экспедици вăхăтĕнче халăхран пуçтарнăскерсем. XVIII ĕмĕртисем те тĕл пулаççĕ.
Авалхи çи-пуçра чи капăрри пир кĕпе шутланнă. Унăн кăкăр умне, хул çийĕсене, çанă хĕррисене, аркине тĕрлесе эрешлетнĕ. Чăваш тĕрри 63 тĕрлĕ çĕвĕрен тăрать. Кашнин хăйĕн ячĕ, тĕрлемелли вырăнĕ пур. Урăхла каласан, чăваш тăррин «азбуки», «букварĕ» тата «грамматики» пур. Ку вăл чăваш халăхĕн иксĕлми ăс-хакăлне кăтартать. Асамлă çĕвĕ-эрешре «70 тĕрлĕ ăс, 60 тĕслĕ çип» тенĕ. Вĕсене вулама пĕлнĕ.
Мĕн тери паха вăл чăваш тĕрри! Чăваш Ене пĕрремĕш хут килсе лекнĕ çын та чăваш тĕррине курсан тĕлĕнет, хавхаланать, ăмсанать, чăваш халăхĕпе мухтанать. Унта пурнăç хăйне евĕрлĕхĕ те, çут çанталăк илемĕ те сăнланнă. Тĕрĕре ăс-тăн, кăмăл-туйăм, тавра курăм, ĕмĕт-тĕллев, пурнăçа юратса çынна ырă тăвас кăмăл сăнарланать. Кашни тĕрĕçĕн — хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла çĕр пин çĕнĕ эреш çуралать те ĕнтĕ.
Нурăсри психоневрологи интернатěнчи социаллă тивěçтерÿсене илекенсем паян Вăрнар муниципаллă округěн культура учрежденийěнче пулса курчěç. «Чăваш тĕрри» мастер-класа хутшăнчěç. Марина Григорьева тěрěсем çинчен каласа пачě, шулам тěрлесе кăтартрě, мерешке мěнле тумаллине ăнлантарса пачě. Интернатра пурăнакансем тěрлě пир-авăр, тěрě çипписемпе паллашрěç, менле тěрěсем тума пултарнине пăхса килленчěç. Тěрлеме вěренчеç.
Чăваш тĕррине тĕрлеме пуян чунлă, çепĕç кăмăллă, пысăк ăс-хакăллă çын кăна пултарать. Хамăр халăхăн йăли-йĕркине пĕлсен, юратсан çеç чăваш тĕррине сыхласа хăварма пултаратпăр. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Вăл çав тери илемлĕ-çке! Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть.
13:39